Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫыру яма хатӗрленет. Халӗ ун валли ҫынсен сӗнӗвне йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку документа хатӗрлес ӗҫе ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевлӗ сӗнӳ-канаша республикӑн Правительство ҫуртне ӑсатмалла. Сӗнӳсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт; e-mail: analit2@cap.ru. Ҫырура «Для подготовки Послания» (чӑв. Ҫыру хатӗрлеме) тесе кӑтартмалла.
Аса илтерер: Элтепер Ҫырӑвӗнче Чӑваш Ен Правительствин, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗнче мала хумалли тӗллевсене палӑртӗҫ.
Илья Варламов блогер ҫулталӑк вӗҫӗнче яланхи пекех ҫулталӑкри чи «паттӑр» 10 тӳре-шарана аса илнӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн «Чӗрӗ Журналӗнче» (выр. «Живой Журнал») пӗлтернӗ.
Ҫак списока чӑваш Енри тӳре-шара та лекнӗ. Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев блогер хатӗрленӗ «Вӑрӑм чӗлхесем» танлаштарӑмра 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче тухса калаҫнӑ чухне сахал шалу илекен вӗрентекенсем сахал ӗҫлени пирки каланӑ.
«Чӑннипе, сахал ӗҫ укҫи илекен вӗрентекенсем пур, анчах вӗсем сахал ӗҫлеҫҫӗ. Тирпейлӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен вӗрентекенсем тата тухтӑрсем тивӗҫлӗ шалу илеҫҫӗ», - блогер унӑн сӑмахӗсене асӑнса хӑварнӑ.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче саккун проектне пӑхса тухнӑ. Вӑл сусӑр ачасене воспитани паракан ҫемьесене транспорт налукӗнчен хӑтарассипе ҫыхӑннӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, сусӑр ачана ҫитӗнтерекен ҫемьесен 150 лаша вӑйӗллӗ пӗр машинӑшӑн налук тӳлемелле мар. Элтепер ку шухӑша ырланӑ.
«Чӑваш Енре кунашкал 5 пине яхӑн ҫемье. Кашни иккӗмӗш ҫемьен тенӗ пекех ҫӑмӑл машина пур. Сусӑр ачасене, паллах, вӗренме, пульницӑна, реабилитацие илесе каймалла. Вара шухӑш ҫуралчӗ – кунашкал ҫемьесене транспорт налукӗнчен хӑтармалла. Кун пирки эпир ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтертӗмӗр, вӑл ӑна ырларӗ», - ҫапла каланӑ ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Юрий Кислов.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем йӑлари хытӑ каяша пухмалли вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем Шупашкар районӗнче пулнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша пухмалли контейнерсене ялсенче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вырнаҫтарса тухма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑ. Ҫавна пурнӑҫлаканӗ — каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти. «Экоцентр» 1670 ял-хуларан каяш турттарать. Ку вӑл — республикӑри мӗнпур территорирен 97 проценчӗ.
Шупашкар районӗнче предприяти мӗнпур ялта контейнерсем лартмалли вырӑнсене йӗркеленӗ. Вӗсенче евроконтейнерсем вырнаҫтарса тухнӑ. Сӑмах май каласан, паянхи кун тӗлне ятарлӑ лапамсене 18 районта хатӗрлесе пӗтернӗ.
Аса илтерер: йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ тытӑм ҫине пирӗн республика пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗчӗ.
Шупашкар юбилейӗ умӗн тӳре-шарана хула администрацийӗ тата Элтепер администрацийӗ наградӑсем панӑ. Наградӑна тивӗҫлисен списокне Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ хатӗрленӗ. Унта пилӗк ҫын кӗнӗ.
Вӗсен йышӗнче – Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, экс-мэр Николай Емельянов, экс-вице-мэр Наталия Партасова, Шупашкарти В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников. Вӗсене «Шупашкар умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ.
Ҫавӑн пекех 22 ҫынна «Шупашкар 550 ҫул тултарнине асра тытса» награда панӑ. Вӗсен йышӗнче Патшалӑх Думин, ЧР Патшалӑх Канашӗн, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем, министрсем, общество ӗҫченӗсем пулнӑ.
Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, парламентӑн ҫуралнӑ кунӗн официаллӑ пайне Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче уявланӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай ҫав уява халӑх поэчӗсемпе ҫыравҫисене чӗнмелле пулнӑ тесе шухӑшлать пулсан, REGNUM информаци агентстви парламент юбилейӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене ҫеҫ чысланине асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки Александр Андреев коммунист та пӗлтернӗ. Депутатсене уйӑрса чысланине РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков (вӑл «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» фракцирен) та асӑрханӑ. Вӑл парламентӑн кӗҫӗн палатин Тав хучӗпе виҫӗ депутата, ҫав шутра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ертӳҫине Юрий Кислова, чысланӑ. Чӑваш Патшалӑх Канашӗн спикерне Альбина Егоровӑна Анатолий Аксаков чӑваш парламенчӗн мӗнпур ултӑ созыври депутатне Игорь Молякова сехет парнелеме сӗннӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗ 25 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет, ҫавна май депутатсем банкета пухӑнӗҫ. Уява концерт залӗнче йӗркелӗҫ, унта 265 ҫын килмелле.
Кун валли ятарласа аукцион ирттернӗ. Малтанхи хака 850 пин тенкӗ тесе палӑртнӑ, анчах унта хутшӑнакансем ӑна 638 пин тенке ҫитернӗ. Аукционра Питӗрти «Камелия» тулли мар яваплӑ общество ҫӗнтернӗ.
Банкетра стандартлӑ апат хатӗрлӗҫ: тӗрлӗ ассорти, салат, пӗрремӗш блюдо – пельмень, пулӑ шӳрпи, купӑста яшки е солянка, иккӗмӗш апат – ҫӗрулмипе е пахча ҫимӗҫпе пӗҫернӗ какай е пулӑ. Десерт – виҫӗ тӗслӗ канихвет. Эрех-сӑра списокра ҫук.
Банкет ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртӗ. 1-1,5 сехетре 20 номер пулмалла, мероприятие ертсе пыракансен чӑвашла та, вырӑсла та калаҫма пӗлмелле.
ЧР Паташлӑх Канашӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитет. Ҫавна май юбилей тӗлне тӗрлӗ тӗслӗ кӗнеке кӑларасшӑн. «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ. 25 ҫул – пулӑмсенче, фактсенче, сӑнӳкерчӗксенче» ятлӑ пулӗ вӑл.
Аукцион ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Патшалӑх Канашӗ кӗнеке кӑлармашкӑн 555 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӑна 500 эземплярпа 21 кунра кӑлармалла.
Кӗнеке-альбома заказчик материалӗсемпе кӑларӗҫ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин текста редакцилемелле, сӑнӳкерчӗксене хитрелетмелле, корректура, верстка тумалла. Ҫапла майпа кашни экземпляр 1110 тенке ларӗ. Альбомра 312 страницӑран сахалрах пулмалла мар.
Паян Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртнӗ. Шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ведомствӑн пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Кун хыҫҫӑнах ун патне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» фракцин пуҫлӑхӗнчен Игорь Моляковран ыйту пулнӑ.
«Тӑван ывӑлӑр, Сарӑтури ҫамрӑк ҫын, ӑнсӑртран Чӑваш Ене килсе тӳрех ЧР юстици министрӗн ҫумӗн пуканне йышӑннине эсир килӗшӳллӗ япала тесе шутлатӑр-и?» - ҫапла янӑранӑ ыйту.
«Ывӑл – ӳснӗ ҫын, Раҫҫей гражданинӗ. Документсене тӑратнӑ, конкурс витӗр тухнӑ. Вӑл мӗнле ӗҫленине ведомство ертӳҫи хаклатӑр», - хуравланӑ Сергей Неяскин.
Аса илтерер: Дмитрий Неяскин ЧР юстици министрӗн ҫумӗн пуканне кӑҫал нарӑс пуҫламӑшӗнче йышӑннӑ. Вӑл миҫери паллӑ мар, ведомство сайтӗнче унӑн биографийӗ ҫук. Ашшӗ, Сергей Неяскин, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ЧР ШӖМне ертсе пыма тытӑннӑ.
Паянтан пуҫласа Алексей Шурчанов депутат мар. Депутатсем куншӑн пӗр саслӑн сасӑланӑ.
Ҫакӑ Алексей Шурчанов ҫынна ултланипе ҫыхӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2018 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ӑна айӑплӑ тесе палӑртнӑ, 200 пин тенкӗ штаф тӳлеттерме йышӑннӑ. Шурчанов приговорпа килӗшмесӗр Аслӑ суда та ҫитнӗ, анчах кӑлӑхах.
Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ ун чухне: 2015 ҫулхи кӗркунне Шурчанов кӗҫӗнни «Благодать» фирма директорне Игорь Нарышкина Патшалӑх Канашӗн депутатсен суйлавӗпе тӗп списока кӗртме шантарнӑ, унран 574 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах хӑй шантарнине пурнӑҫламан.
Палӑртмалла: Алексей Шурчанов РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Валентин Шурчановӑн ывӑлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |